Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
24 Сентябрӗн 2019, 09:44

Путин: Раççей кĕрешÿçисем Тĕнче чемпионатĕнче команда вăй-хăватне тата пĕтĕçÿлĕх кăтартнă

Президент командăна Нур-Султанра Тĕнче первенствинче ăнăçлă кĕрешнĕшен саламланă.Казахстанра кăçалхи Тĕнче чемпионатĕнче эсир «пите лайăх» паллă илмелĕх кĕрешрĕр, çĕршыври ирĕкле кĕрешÿ шкулĕн чаплă йали-йĕркине тивĕçлĕ малалла илсе пыратăр. Спорт пиçĕхÿлĕхне, пĕтĕçÿлĕх, команда вăй-хăватне, ăнăçăва çĕнсе илме ăнтăлнине кăтартса патăр. Маттур», — çапла çырнă ирĕкле кĕрешÿ спортсменĕсене янă телеграммăра.

Раççей сборнăйĕ Олимпиадăччен çулталак маларах тĕнчере чи вăйлин ятне черетлĕ хут çиреплетнĕ.
Раççей сборнăйĕ Олимпиадăччен çулталак маларах тĕнчере чи вăйлин ятне черетлĕ хут çиреплетнĕ.
Дзамболат Тедеев ертсе пыракан команда Тĕнче чемпионатĕнче пулма пултарнă 10 медальрен 5 ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, Тĕнче чемпионĕн ятне Заур Угуев (57 кг таран), Гаджимурад Рашидов (65 кг таран ), Давид Баев (70 кг таран), Заурбек Сидаков (74 кг таран) и Абдулрашид Садулаев (97 кг таран) çĕнсе илнĕ. Магомедрасул Идрисов (61 кг таран) кĕмел медаль çĕнсе илнĕ, Гаджи Набиев (79 кг таран), Артур Найфонов (86 кг таран) и Алихан Жабраилов (92 кг таран) командăна бронза медалĕсем илсе килнĕ.
#Владимир Путин
Читайте нас: