Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
26 Сентябрӗн 2019, 08:32

Владимир Путин Тĕп банк Председателĕпе Эльвира Набиуллинапа тĕл пулнă

Владимир Путин Тĕп банк Председателĕпе Эльвира Набиуллинапа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.Тĕлпулура строительство сферине финансласси пирки, тĕпрен илсен, эскроу-счетсемпе усă курса граждансен укçи-тенкине çурт-йĕр тунă çĕре явăçтарасси пирки калаçнă.

Патшалăх Пуçлăхĕ макроэкономикăри пĕтĕмĕшле лару-тăру çинчен информацие итленĕ.

Эльвира Набиуллина палăртнă тăрăх, строительство секторне финанслассипе ĕç пырать, анчах йывăрлăхсем те нумай-ха. Хальхи вăхăтра эскроу-счетсене явăçтарса ĕçлеме 95 банк ирĕк илнĕ. Анчах вĕсенчен 39 банк кăна ĕçлеме хатĕр. Çак темăпа тĕплĕ калаçу пынине палăртса хăвармалла.

Путин отрасльти пĕтĕмĕшле лару-тăрăва мĕнле хак пани пирки интересленнĕ. Эльвира Набиуллина пĕтĕмĕшле илсен, банк системи тĕреклĕ пулнине, экономика ÿсĕмне пулăшма хатĕррине, кредит парас калăпăша малалла ÿстерме пулнине палăртса хăварнă.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
#ВладимирПутин
Читайте нас: