Мĕн вăл «цифрăллă телевидени»?
Цифрăллă тата аналоглă телевиденине телефонсемпе танлаштарма пулать. Кивĕ телефонсенче сигнал пралук тăрăх пырать. Унпа шăнкăравласа калаçма çеç май пур. Смартфон вара – нумай ĕç тăвакан техника. Вăл - телефон та‚ калькулятор та‚ фотоаппарат та. Унсăр пуçне унта пĕр пралук та çук. Телевидени те çапларах килсе тухать.
«Цифрăллă» ÿкерчĕк яланах паха. Вăл çут çанталăк пулăмĕсене парăнмасть. Видеосене вара FuII HD тата 4K форматпа пăхма пулать‚ сасси те лайăхрах илтĕнет. Çавăн пекех хушма сервиссемпе усă курма май пур: телетекст‚ передачăсен программи‚ цифрăллă радио тата ыт.те.
Цифрăллă вещанин тĕп уйрăмлăхĕ урăххинче. Çынсем паянах тÿлевсĕр 20 канал пăхма тата 3 радиостанци итлеме пултараççĕ.
Цифрăллă телевиденипе усă курас тесен мĕн тумалла?
Кабельлĕ операторсемпе IP TV абоненчĕсемшĕн тата спутник турилкки лартнисемшĕн нимĕн те улшăнмасть‚ вĕсене «реформа» пырса тивмест. Çак çĕнĕлĕх пĕтĕмĕшле çуртсенчи тата пÿлĕм антеннисемпе усă куракансене çеç тивĕ.
Цифрăллă кăтартăва хутшăнмалли мелсем:
- Енчен те сирĕн хальхи вăхăтри телевизор пулсан (DVB-T2 формата йышăнсан), цифрăллă кăтартăва куçма нимĕнле хушма приставка та туянма кирлĕ мар. Каналсене çеç тепĕр хут йĕркелесе ямалла.
- Енчен те сирĕн 2013 çулчченхи телевизор пулсан‚ магазинта ятарлă приставка туянма тивĕ. Приставкăна йĕркелесе ярсан (подключить)‚ малашне никама та, нимĕн те тÿлемелле пулмĕ. Хушма техника пине яхăн тăрать.
Хăш чухне сутăçăсем кивĕ модельсене «тыттарса» яраççĕ. Асăрхануллă пулăр!
Пушкăртстан Республикинче цифрăллă вещани çине куçма укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕррисене патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Паянхи кун тĕлне çак пулăшупа 7 пине яхăн çын усă курнă. Асăннă пулăшăва укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесем (ачисене тÿлевсем парса тăракан çемьесем), федераллă социаллă хушма тÿлеве илекен пенсионерсем‚ интернат çуртсенче пурăнакан пенсионерсем‚ начар илтекен граждансем тивĕçеççĕ.
Енчен те ял-хула цифрăллă телевидени зонинче пулмасан‚ вĕсене тÿлевсĕр спутник турилккисем лартса парĕç. Ун пеккисен шучĕ 6000 пине яхăн.
Приставка илмесен мĕн пулать?
Сирĕн кивĕ телевизор‚ цифрăллă приставка туянман. Çавăнпа октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнчен эсир БСТ‚ хула каналĕсене çеç пăхма пултаратăр.
Тепĕр самант: эсир приставка туяннă‚ 20 тÿлевсĕр канал пăхатăр. Анчах антеннăна кăларса ывăтма ан васкăр. Мĕншĕн тесен тÿлевсĕр каналсем хушшине БСТ канала кĕртмен.
Ыйтусем пулсан ăçта шăнкăравламалла?
Пушкăртстанра цифрăллă кăтартушăн Раççейри телевидени тата радиовещани сечĕ яваплă. Консультаци центрĕн специалисчĕсем кирек хăш ыйтăва та хуравлĕç. Ыйтусене вара тÿлевсĕр 8-800-220-2002 номерпе пама пулать. Цифрăллă телеприставкăна йĕркелесе ямалли инструкцине техника паспортĕнче е смотри – цифру.рф сайтра тупма май пур. Енчен те эсир телевизора е приставкăна йĕркелесе яраймастăр пулсан‚ волонтерсем пулăшĕç. Вĕсен пулăшăвĕпе усă курас тесен 8-800-347-00-55 (8.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен) номерпе шăнкăравламалла.
- Цифрăллă вещани пирĕн граждансемшĕн хăтлă пурнăçа кĕтĕр тесе эпир халиччен пулман майсемпе усă куртăмăр. Халĕ волонтерсен ушкăнне хатĕрлетпĕр. Вĕсем пур районсенче те ĕçлĕç. Çак çынсем цифрăллă кăтартăва йĕркелесе яма пулăшу парĕç. Вĕсен телефонĕсене вырăнти администрацинче е хĕрÿ линине шăнкăравласа пĕлме пулать‚ – тенĕ ПР Пичет тата масăлла информаци агенствин ертÿçи Борис Мелкоедов.
Хуласемпе районсенче 3600 пине яхăн волонтер ĕçлет.
Хăш каналсене тÿлевсĕр пăхма пулать?
Первый канал‚ Россия 1‚ Россия Культура‚ Россия 24‚ Мачт‚ НТВ‚ Пятый‚ Карусель‚ ОТР‚ Центр‚ СТС‚ ТНТ‚ РенТВ‚ Пятница‚ Спас‚ Домашний‚ Звезда‚ ТВ3‚ Мир‚ МузТВ.
Радиостанцисем: Вести FМ‚ Маяк‚ Радио России.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчӗн материалĕсем тăрăх Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.