Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Октябрӗн 2019, 15:30

Финанс хÿтлĕхĕпе тивĕçтерет

Алефтина Николаевна Петрована Пишпÿлекре пĕлмен çын çук пулĕ. Урамра хăть кама та чарса ыйт, пĕр иккĕленмесĕр хуравлĕ: «Алефтина Николаевна? Эппин, «Росгосстрах». Çакă ахальтен мар, мĕншĕн тесен Алефтина Петрова 35 çул ытла страхлав компанинче вăй хурать.

Алефтина 1965 çулхи апрельте Кистенлĕре çуралнă, çемьере çиччĕмĕш ача пулнă. 10 класс пĕтернĕ хыççăн финанс техникумне «страхлав ĕçĕ» специальноçпа вĕренме пуçланă. 1984 çулта Миякинче ĕçлеме пуçланă, çулталăкран Пишпÿлеке таврăннă. Пулас упăшкипе Уфара паллашнă, вăл ялхуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ. 1985 çулта çамрăксем пĕрлешнĕ. Çемьере икĕ хĕр çуралнă. Асли Наталья халĕ Газпром банкра тĕп экономист, Светлана — хими наукисен кандидачĕ, Уфари Наука академийĕ çумĕнчи хими институтĕнче вай хурать.

Алефтина Николаевна чечек ÿстерме юратать, кил хуçалахĕ тытать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн йышлă хисеп грамотисемпе наградăланă, вăл «Чи лайаххисен лиги» форума темиçе хутчен хутшăннă. Алефтина Николаевна 2006 çултанпа агентсен ушкăнĕн ертсе пыракан менеджерĕ шутланать. 2015 çултанпа «Росгосстрах» чи лайăх ĕçченĕсем хушшинче конкурс ирттерет, кăçал 2018 çулхи ĕç итогĕсем тăрăх Алефтина Николаевнана Турцие кайма шăпа тухнă.

— Турцие каясси манăн тивĕç кăна мар, çаканшăн пĕтĕм коллектива тав тумалла. Ĕçтешсене пĕтĕм кăмăлтан ĕçленĕшĕн тав тăватăп, — ăшшăн кулать Алефтина Николаевна. — Хамăн ĕçе юрататăп, страхлав агенчĕсене ĕçлеме вĕрентетĕп, пулăшатăп. Компани çулран çул аталанать, çĕнĕрен çĕнĕ страхлав тĕсĕсем пулаççĕ, çавăнпа та вĕренсех тăмалла. Агентсем — пирĕн Росгосстрах агентствин мăнаçлăхĕ.

Алефтина Николаевна каланă тăрăх, коллектив палăртнă плансем тăрăх ĕçлет. Плана пурнăçламанни пĕрре те пулман-ха.

— Пирĕн пĕрремĕш пулăшакан тесе тав тăваççĕ агентсем Алефтина Николаевнана. Шăпах çакăн пек специалистсене пула Росгосстрах Раççейри чи пысăк страхлав компанийĕ шутланать, — тет «Росгосстрах» компанин Пишпÿлекри агентствин ертÿçи Владимир Иванов.

Айгуль Гареева.

Авторăн санÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: