Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Октябрӗн 2019, 13:53

Пишпÿлекре Çырăнтару кунĕ иртрĕ

Çак кун почта уйрăмĕ умĕнче чăн-чăн праçник иртрĕ. Хаçатăн чи шанчăклă юлташĕсем «Çутă çул» хаçата 2020 çулăн пĕрремĕш çÿрçулне çырăнчĕç. Вĕсем «Номер геройĕ» фотозонăра сăн ÿкрĕç, иртнĕ çулхи хаçатсем пăхрĕç, самовартан чей ĕçреç, тĕрлĕ конкурссенче тата викторинăра хăйсен тавракурăмне кăтартрĕç.

Людмила Кириллова 1957 çулта тухнă "Колхозри ĕç" хаçата упраса хăварнă.
Людмила Кириллова 1957 çулта тухнă "Колхозри ĕç" хаçата упраса хăварнă.
Тĕслĕхрен, «Чи шанчăклă хаçат çырăнаканĕ» конкурсра Людмила Кириллова тата Анатолий Степанов çĕнтерчĕç. Вĕсем 1957 тата 1988 çулсенче çÿтă курнă хаçат номерĕсене сыхласа хăварнă, çавсене конкурса илсе килнĕ. 62 çул каярах хаçат «Колхозри ĕç» ятлă пулнă, ăна тытса курма тата вулама май килчĕ. Çак кун хаçат çырăнакансем хушшинче парнесем выляттарнипе уяв вĕçленчĕ.
Читайте нас: