Цхинвал хулинчи Московская урама Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн ятне панă. Çакăн çинчен журналистсене Цхинвал мэрĕ Алан Кочиев пĕлтернĕ. Раççей Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн ячĕпе Цхинвал хулин чи илемлĕ урамĕсенчен пĕрин ятне улăштарма йышăннă. Октябрĕн 7-мĕшĕнчен вăл Владимир Путин ячĕллĕ пулать. Кочиев каланă тăрăх, Кăнтăр Осети Раççей Президентне çуралнă кун ячĕпе саламланă тата республика Раççейрен илекен пулăшушăн тав тунă.