Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Октябрӗн 2019, 13:31

«Часах çĕнĕ çурта куçасса шанатпăр»

Сергеевсен çамрăк çемйи патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çурт тăвать.Çамрăк çемьесене «Развитие сельского хозяйства и регулирование рынков сельскохозяйственной продукции, сырья и продовольствия» патшалăх программин «Устойчивое развитие сельских территорий» хушма программине пурнăçа кĕртес йеркепе укçа-тенкĕ пани питĕ ункайлă. Сергеевсем çурт тума социаллă тÿлев илнĕ.

Вĕсем 2015 çулта мăшăрланнă, часах пĕрремĕш ачи çуралнă, çавăнпа та уйрăм пурăнасси пирки шухăшлама пуçланă.

Пишпÿлекри çурçĕр микрорайонта çĕр лаптăкĕ туяннă, гараж лартнă, 2016 çулта пулас çуртăн никĕсне хывнă. Мăшăрсен икĕ ывăл: Евгений часах 4 çул тултарать, Тимур — 2 тултарать. Олег «Энергосервис» ООО Шкапов подстанцийĕнче электромонтер пулса вăй хурать. Эльвира — Пишпÿлекри тĕп район больницин врач-офтальмологĕ. Ыттисем пекех ĕçлеççĕ, ача ÿстереççĕ, çĕнĕ çурта куçма ĕмĕтленеççĕ.

— 2016 çулта çамрăк çемьесене патшалăх пулăшăвĕ паракан программа çинчен пĕлтĕмĕр, документсен пакетне пуçтартăмăр та кĕтме пуçларăмăр. 2016 çулхи мартра пире çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен списокне кĕртрĕç те черете тăратрĕç, — каласа парать Эльвира. — Манăн упăшка пурне те тĕплĕ тума юратать, ыйтса пĕлет, тĕпчет, унтан кăна ĕçлеме пуçлать. Пурне те хамăр тăватпăр теме пулать. Малтан йывăр пулчĕ. Упăшка хăй кăна ĕçлетчĕ-çке, эпĕ декретраччĕ. 2018 çулта атте-анне пулăшнипе керамзит бетонран çурт хăпартрăмăр, ăна кирпĕчпе туллатрăмăр. Субсидие 3 çул кĕтрĕмĕр, кăçал 1 млн. 8 пин тенкĕ илтĕмĕр. Çак суммăпа шыв, газ, ăшă кĕртрĕмĕр, шалти хăш-пĕр ĕçсене пурнăçларăмăр. Ĕçлемелли нумай-ха. Çапах та çывăх вăхăтра çĕнĕ çурта куçасса шанатпăр. Çакнашкал патшалăх программисем пулни питĕ аван!

Айгуль ГАРЕЕВА.

Сергеевсен çемье архивĕнчен илне сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: