Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Октябрӗн 2019, 14:02

Паянтан цифра телевиденине пăхатпăр

Паян, октябрĕн 14-мĕшĕнче 20 федераллĕ телеканалăн аналог хыпарлавне чарнă. Пушкăртстан Республикинче 4 пин волонтер чи малтан ватă çынсене тата пулăшу кирлисене цифра оборудованине çыхăнтарма пулăшаççĕ.

Çакнашкал граждансенчен регионти «хĕрÿ лини» телефонĕпе — 88003470055 номерпе заявкăсем йышăнаççĕ. Ытти граждансем цифра телевиденине пăхма чаракан йывăрлăхсем пулсан РТРС федераллĕ «хĕрÿ лини» номерĕпе 8800220202 консультаци илме пултараççĕ.

Биккул ял Совечĕ ял тăрăхĕнчи волонтерсем Дюсян, Каныкай, Биккул ялĕсенче пурăнакансене аналог телевиденине чарса хурасси пирки пĕлтернĕ, цифра телевиденине куçма пулăшакан инструкциллĕ информаци листовкисем валеçнĕ.

Раиля САДРОВАН сăнÿкерчĕкĕсем.
Читайте нас: