Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Октябрӗн 2019, 16:10

Сĕт, купăста, хуратул — туянса ĕлкĕр!

Пишпÿлекре кăçалхи кĕрхи пĕрремĕш ярмăркка шавлă иртрĕ.Республика кунĕнче Пишпÿлекĕн тĕп площачĕ черетлĕ хут суту-илÿ ретне çаврăнчĕ. Сутуçăсем те, туянакансем те çумăра пăхмасăр, кирлĕ тавар туянма тата сĕнме ÿркенмерĕç.

Ир çинчен площаде сахăр, çăнăх, тырă, купăста, сухан тата ытти ялхуçалăх продукцийĕ тиенĕ машинăсем килсе тулчĕç. Киров ячĕллĕ кооперативран илсе килнĕ тырра çынсем хăвăрт туянса пĕтерчĕç. Пĕр хутаç тулла 450 тенкĕпе, урпана 400 тенкĕпе туянчĕç.

— Эпир хуратул килограмне 30 тенкĕпе сутрăмăр, пĕр ывăç та юлмарĕ, — тет «Усак-Кичу» СПК представителĕ Расиль Нуриев. — Килограмне 10 тенкĕпе хĕрлĕ кăшман, 1,5 литрлă савăтне 90 тенкĕпе хĕвелçаврăнăш çуне те аван туянчĕç.

Хушăлкари Юрий Григорьев сĕт продукцийĕ сутрĕ: 1,5 л сĕте 60 тенкĕпе, хăймана 350 грамшăн 100 тенкĕпе, 0,5 килограмне 60 тенкĕпе тăпăрчă тата ыттине. Пыл та нумай пулчĕ, хакĕсем пĕлтĕрхи шайраччĕ теме пулать.

Пăслăкри Петр тата Ольга Даниловсем хур тÿшкисем, тăпăрчă, услам çу, хăйма сĕнчĕç, пурте хăйсен кил хуçалăхĕнчен. Ситекри Вячеслав Семенов чĕрĕ сурăх тиесе килнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, суту-илÿ шÿтпе, калаçупа пычĕ. Çапах та фураж тырри çитмесĕр юлчĕ, çитес ярмăрккăра мĕн туянас тенине пурне те туянса пулĕ тесе шанас килет.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн сăнÿкерчĕкĕсем.
Читайте нас: