Комисси обществăлла орган шутланать, вăл ачасен апатланăвĕн пахалăхне тĕрĕслет. Комиссие кĕрекен законлă представительсем шкул ачисен апатне экспертиза ирттернĕ çĕре хутшăнма, хатĕрленĕ апатăн пахалăхне тата калăпăшне тĕрĕслеме, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн шухăшĕсене мониторинг ирттерме пултараççĕ. Комиссин шкулсенчи апатлану пахалăхне лайăхлатма май паракан сĕнÿсем ĕçлесе хатĕрлеме ирĕк пур.