Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Октябрӗн 2019, 16:12

Радий Хабиров РФ Президенчĕ çумĕнчи Совечĕн наци проекчĕсене чысланă ларăвне хутшăннă

Ĕнер Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров Раççей Федерацин Президенчĕ çумĕнчи Совечĕн стратеги аталанăвĕпе наци проекчĕсене чысланă ларăвне хутшăннă, ăна Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци формачĕпе ирттернĕ. Ларура Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче «Сывлăх сыхлавĕ» тата «Демографи» наци проекчĕсене мĕнле пурнăçланине сÿтсе явнă.

— Çаксем, тен, халăхшăн чи кирлĕ проектсем пулĕç, вĕсем çийĕнчех туйăнаççĕ. Кунта ача сачĕсен проблеми те, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илесси те кĕреççĕ, — палăртса хăварнă Дмитрий Медведев.

Демографи пирки каласа премьер-министр яслисенче хушма вырăнсем тăвас ыйту çивĕч юлни çинче чарăнса тăнă. 2019 çулта çĕршывĕпе яслисенче 25 пин вырăн кăна йеркеленĕ, çакă планпа палăртнинчен чĕрĕкĕ те çук. Ашшĕ-амăшне паракан çăмăллатнă ипотека — пулăшу памалли тепĕр мера çителĕксĕр калăпăшпа пурнăçланать.

Сывлăх сыхлавĕнче тĕп задачăсен шутне Дмитрий Медведев инфарктран, инсультран тата юн çаврăнăшĕпе çыхăннă ытти чирсенчен вилесси чĕрĕке яхăн чакнине, пысăках мар ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассине кĕртнĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: