Тĕттĕмре çуран утакан çыннăн водителе куранмалла тăхăнмалла. Хăйĕнпе пĕрле çутă тавăракан (светоотражающий) япаласем пулмалла. Çакă сире инкекрен сыхласа хăварма пултарать. Водительсем, тимлĕ пулăр. Ашшĕ-амăше ачăрсене шкула кайнă чух çул-йĕр правилисене пăхăнмалли çинчен çине-çине аса илтерĕр.