Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Октябрӗн 2019, 15:41

Чи илемлĕ вырăс ячĕсен рейтингне тунă

Списока Wunderweib Германи журналĕ пичетленĕ.

Вĕсен шучĕпе хĕрачасене Алина, Полина, Дарья, Мила тата Виктория пуринчен ытларах килĕшеççĕ. Арçын ачасене — Алексей, Николай, Максим, Вадим тата Никита, пĕлтернĕ «Россия 24». Кăларăмра палăртса хăварнă тăрăх, вырăсла тĕнчипе 280 миллион ытла çын калаçать, Раççей — чаплă историллĕ нимпе танлаштарайми çĕршыв. Авторсем пĕтĕмлетÿ тăваççĕ: çавăнпа та вырăс ятсем илемлĕ илтĕннинчен тата тарăн пĕлтерĕшлĕ пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар

Раççейре пуринчен ытларах анлă сарăлнă ятсен шутне Артем кĕнĕ, иккĕмĕш вырăнта – Александр. Хĕрачасене ытларах София ят панă.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: