Çакăн çинчен Пушкăрстанстат аналитикĕсем кашни эрнере ирттерекен мониторинг даннăйĕсем тăрах каласа панă. Пуринчен ытларах помидор хакĕ ÿснĕ — 6,3 %. Вăтам хакĕ — 71,94 тенкĕ. Хуратул кĕрпи 5,3 % ÿснĕ, пĕр киограмĕ 45,27 тенкĕпе танлашать. Какай консервисен хакĕсем 3,8 % ÿснĕ, 350 грамĕ халĕ 128,1 тенкĕ тăрать. Хăяр хакĕ 2,9 % ÿснĕ, халĕ килограмĕ вăтамран 69,32 тенкĕ; хĕвелçаврăнăш çăвĕ — 2,6%, е пĕр литрĕ 96,31 тенкĕ; кишĕр — 2,4 %, килограмĕ 18,32 тенкĕпе танлашать.
Хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕ вара йÿнелнĕ. Купăста 6,4 % йÿнелнĕ, халĕ килограмĕ 16,89 тенкĕ. Вир кĕрпи хакĕ 2,6 % кемнĕ, килограмĕ 69,61 тенкĕпе танлашать, сахăр — 1,9 %, килограмĕ 31,18 тенкĕ тăрать.