Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Ноябрӗн 2019, 15:44

Пушкăрт спутник телевиденин программисене ОТР телеканал кăтартма пуçлать

Пушкăрт спутник телевиденин программисене цифрăлла телевиденин пĕрремĕш пакетĕнче курма пулĕ. Ноябрь вĕçĕнче республика телеканалĕн программисене ОТР телеканалпа ирхине 6 сехетрен пуçласа 9 сехетчен тата каçпа 17 сехетрен пуçласа 19 сехетчен кăтатрма пуçлĕç.

Пичет тата массăлла информации хатĕрĕсен агентствин ертÿçи Борис Мелкоедов каланă тăрăх, БСТ канала республикăра нумайăшĕ юратса пăхаççĕ. Республика телеканалĕн программисене спутник тата кабель телевиденипе усă куракансем тата телевизор антенни аналог сигналне тытсан унчченхи пекех туллин курма пулать. Ведомство пуçлăхĕ малашне БСТ канала цифрăлла телевиденин пĕрер пакетне кĕртессине шаннине пĕлтернĕ.

Пушкăрт телевиденин хаш-пĕр программисене ОТР телеканала куçарас ĕçсене çĕрле ноябрĕн 14-15 мĕшĕнче ирттерĕç. Çак вăхăтра телевизорсен тата телеприставкăсен хаш-пĕр моделĕсенче телесигнал пĕтме пултарать. Кун пек чухне куракансен телеканалсене çĕнĕрен кĕвелемелле. 8 800 220 20 02 федераллĕ «херÿ лини» телефонĕпе консультации илме пулать.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: