Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Ноябрӗн 2019, 23:58

Декабрĕн 31-мĕшĕ ĕç кунĕ пулать, аса илтернĕ Кремльте

Президентăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков 2019 çулхи декабрĕн 31-мĕшне Ĕç министерстви палăртнă графика пăсса канмалли кун тăвасси пирки калаçусем пустуй икенне палăртнă.— Çакăн пек решени йышăннă, ĕç кунĕ. Çавăнпа та ĕçлес пулать, — тенĕ вăл.

Çакăн çинчен Раççей çыннисене унчченех пĕлтернĕ, палăртнă Песков.

Хĕллехи каникулсен тăршшĕ те улшăнма пултарать, аса илтернĕ Раççей лидерĕн пресс-секретарĕ. Çитес каникулсем иртнĕ çулхисенчен кĕскерех пулĕç: сакăр кун кăна — январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшĕччен.

РИА Новости материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: