Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Ноябрӗн 2019, 13:30

Пушкăртстанра ултă метрлă улăпăн шăм-шаккисене тупнă

Салават районĕнче Юрюзань çырми хĕрринче ултă метрлă çынна пытарнă вырăна тупнă. «На земле Салавата» хаçат информацийĕ тăрăх, вилтăпри Ташаулово ял çумĕнче, Дуван районĕн чиккинче вырнаçнă.

Ял çыннисем каланă тăрăх, кунта ултă метăра яхăн пỹллĕ çынна пытарнă. Вĕсем вилтăпри яла кĕркунне-çуркунне шыв илессинчен сыхланине шанаççĕ. Çак кунсенче улăп канăç тупнă вырăна тирпейленĕ тата хỹме тытса çавăрна, халĕ ку палă вырăн пулса тăнă.

Ватă çынсен сăмахĕсем тăрăх, улăп сывă чухне ырă, анчах та пĕчен çын пулнă. Халлĕхе çакăн пирки наука исследованийĕсем ирттермен-ха.

«Çакăн пек улăпсем Кăнтăр Урал территорийĕнче тата Свердловск облаçĕнче пурăнма пултарнă», — çырнă хаçатра.

gorobzor.ru материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: