Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
21 Ноябрӗн 2019, 18:49

Çар сăнÿкерчĕкĕсен выставкине хатĕрлет

Ситекри «Арча» чăваш культура центрĕнче çитес çулхи май уявĕ тĕлне «Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хисеплĕ!» сăнÿкерчĕксен выставки уçăлать.

Ял старости Иван Григорьев — лайăх фотограф, тăван çĕршыв патриочĕ, энтузиаст Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне хайĕн ентешĕсен çар сăнÿкерчĕкĕсене пухма шутланă. Хура-шурă сăнÿкерчĕксем 1945 çултан пуçласа паянхи кунчченхи салтаксен пулаççĕ, кашнин ятне, хушаматне тата çарта хăçан хĕсметре тăнине палăртать. Паянхи кун тĕлне 150 ытла сăнÿкерчĕк пухнă ĕнтĕ.

Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: