Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
24 Ноябрӗн 2019, 00:51

"Сăмах пăсмалла" выляр-и?

Ку вăййа таçта та выляма пулать. Вăл хăлхана çивĕчлетме пулăшать. Пĕр вăхăтрах 8—10 ача выляма пултарать.

Пурте пĕр рете ларса тухаççĕ. Чи малта лараканни юнашаррине хăлхинчен пĕр-пĕр сăмах калать, лешĕ илтнĕ сăмахне вăрттăн хăй кÿршине пĕлтерет, виççĕмĕшĕ — тăваттăмĕшне, тăваттăмĕшĕ тата малалла ăсатать. Ертсе пыраканĕ пĕрремĕш ачи каланă сăмаха вăрттăн ыйтса пĕлет те малтан — вĕçĕнче лараканнинчен, кайран ыттисенчен: «Эс мĕн илтрĕн?»—тесе ыйтать.


Кам йăнăш калать, çав кая кайса ларать, нихăшĕ те йăнăшмасть пулсан, чи малтин кая кайса лармалла.


Вăйăра сăмаха пĕр хутчен çеç каламалла, юнашар лараканĕ мĕн илтет, кÿршине çавна пĕлтерет.
Читайте нас: