Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Ноябрӗн 2019, 18:44

Наркотиксăр пурнăç

Ноябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 4-мĕшĕччен вунăкунлăх пырать

Ку чухнехи «наркотик моди» пирĕн вăхăтри пысăк проблема. «Çăмăл наркотиксем» анлă сарăлни чылай çынсене илĕртет. Ачасемпе çул çитменнисем наркотик веществин сиенне шанмаççĕ, лару-тăрăва контроллеме пултаратпăр, кирек хăш вăхăтрах пăрахма пултаратпăр тесе шутлаççĕ.

Енчен те сирĕн ачан пĕчĕкренех мĕнле те пулин киленÿ пур пулсан, унăн урăх япала валли вăхăт юлмасть, наркотик ăна кирлĕ мар. Çул çитмен ачасем урăх киленÿ тупма хăнăхаççĕ. Çавăнпа та чи кирли — ача валли тивĕçлĕ заняти тупса парасси.

Хăш-пĕр чух ачасем пĕрре пĕр киленÿ суйласа илеççĕ, тепре — урăххине. Кĕске вăхăтра шухăшне темиçе хутчен те улăштарма пултараççĕ. Çакă йĕркеллĕ япала, ача хăйне, хăйĕн вырăнне шырать. Ачăрпа наркотик çинчен калаçмалла. Ăна наркотик йышăннин начар палăрăмĕсем çинчен ним пытармасăр каласа памалла. Ача ыйту парать пулсан, ăнлантарăр. Соцсетьре ачăра юлташа йышăнăр, унпа пĕр юхăмра пулма тăрăшăр, вара эсир вăл кампа туслă пулнине, мĕнпе интересленнине пĕлсе тăратăр. Çемье туслă та çирĕп пулсан, унта пĕр-пĕринпе калаçсан, ача айккинче киленÿсем шырамасть. Ашшĕ-амăшĕн ачисем валли вăхăт юлмасан наркотик вĕсене улăштарма пултарасси çинчен ан манăр.

Азат КИРЕЕВ,

Пишпÿлек районĕ тăрăх ĕçлекен Раççей ОМВД çул çитменнисен тĕлĕшпе ĕçлекен аслă инспектор.
Читайте нас: