Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
1 Декабрӗн 2019, 14:05

Раççейри тӗп Хӗл Мучи ачасем Çӗнӗ çула мӗн ыйтни çинчен каласа панă

Великий Устюгри асамçă ачасем çӗнӗ модăллă япаласемпе интересленнине палăртнă. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр ачасем гироскутер тата квадракоптер ыйтнă.

Халӗ çӗршывăн тӗп Хӗл Мучийӗ Раççей хулисем тăрăх çӳрет. Вăл 40 пин ытла çухрăм иртнӗ, 260 учрежденинче пулнă тата 325 тонна парне парнеленӗ. «РИА Новости» пӗлтернӗ тăрăх, кăçал ачасем ытларах чухне электросамокат ыйтаççӗ.

Хӗл Мучи хай мӗнле тӗлӗнтермӗш япаласем парнеленине аса илнӗ: русалка хӳри, лӗпӗш çуначӗ, цирка балета кайма билет, дельфинсемпе ишме май пани тата ытти те. 2018 çулта пӗр арçын ача аслăмашне вали пӗр ещӗк панулми, аслашшӗне вали ăшă пăйма, хайне вали куртка ыйтнă.

РИА Новости материалӗсем тăрăх
Читайте нас: