Пурин те хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Инкексен тишкерĕвĕ те пысăк пайĕ çуран çÿрекенсем правилăсене уяманнипе пулнине кăтартать. Вĕсем урам урлă ăçта килнĕ унта каçаççĕ е тата машинăсем умне тăрук чупса тухаççĕ. Анчах водитель сасартăк ума сиксе тухнă çынна тÿрех асăрхаймасан та пултарать вĕт.
Çакăн пек çăмăлттайлăх инкеке ан куçтăр тесен водительсен çеç мар, кашнин çул-йĕр правилисене вĕренмелле, пĕлмелле тата ялан асра тытмалла. Тĕп правилăсенчен пĕрне уйрăммăн палăртса хăварас килет – икĕ енчен те уçăмлă курăнакан, шанчăклă вырăнта кăна çул урлă каçма юрать. Тавралла лайăх курăнни машинăпа пыраканшăн та, çуран çыншăн та пĕлтерĕшлĕ. Çул çинче хăть мĕнле кĕтменлĕх тухма пултарать, ыттисен йăнăшĕсенчен асăрханма пĕлни те кирлĕ.
Палăртмалла, çуран пыраканăн хÿтлĕхĕ яланах хăйĕнчен анчах килмест. Дисциплина енчен хавшак водительсемпе «тĕл пулма» хатĕр пулмалла. Явапсăр водительсем çынсене чарăнса ирттерсе яманни сайра мар. Çавăнпа каçмалли ятарлă вырăна та ним шутламасăр тухма юрамасть. Çывхарса килекен транспорт хатĕрĕн рулĕ умĕнче çул-йĕр правилисене пăхăнман е тимсĕр водитель те пулма пултарать. Ан манăр: çул урлă каçмалли вырăн пурне те асăрхануллă пулма ыйтать.