Çутă çул
+7 °С
Облачно
Общие статьи
5 Декабря 2019, 17:32

Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Декабрĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1769 çулта II Кĕтерне патша Çветтуй Георгий орденне çирĕплетни çинчен пĕлтернĕ. Георгий Победоносец кунĕнче эпир Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсене, Мухтав орденĕсемпе Çветтуй Георгий орденĕн кавалерĕсене чыслатпăр.

Добавить в предпочтительные источники Google
Декабрĕн 10-мĕшĕ. Çак кун 1877 çулта вырăс çарĕсем Болгарири Плевна крепоçне штурмпа илнĕ. Вырăс-турккă вăрçин шăпине татса панă çапăçура пирĕн çарсем 192 çын, турккăсем 6000 çын çухатнă, 44000 турккă салтакне тыткăна илнĕ.

Декабрĕн 17-мĕшĕ. Çак кун 1788 çулта Потемкин княç ертсе пынипе вырăс çарĕсем Турцин Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă Очаков крепоçне парăнтарнă.

Декабрĕн 23-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта II Николай патша указĕпе пĕрремĕш самолетсен "Илья Муромец" эскадрине туса хунă. Раççейри Инçет авиаци кунĕ.

Декабрĕн 24-мĕшĕ. Çак кун 1790 çулта Суворов ертсе пынипе вырăс çарĕсем турккăсен Измаил крепоçне парăнтарнă.
Читайте нас