Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Декабрӗн 2019, 20:34

Спорт ветеранӗсем сывă пурнăç йӗркишӗн

Хушăлкари Ф.И. Антонов, В.М. Иванов тата И.В. Захаров спорт ветеранӗсем ял халăхне, уйрăмах ача-пăчасене, спорта явăçтарас ӗçре нумай тăрăшаççӗ.

Вӗсем ялта, ял тăрăхӗнче, районта иртекен тӗрлӗ йышши спорт ăмăртăвӗсенчен пӗрре те юлмаççӗ, малти вырăнсем йышăнаççӗ. Халӗ вӗсем пуçарса янипе Хушăлкара конькипе ярăнма тата хоккей выляма каток тăваççӗ.

Вӗсем пек хастарсем пулсан спорт аталанатех.

Николай Петров,

Хушăлка ялӗ.

Сăнӳкерчӗкӗсем: Николай ПЕТРОВ.
Читайте нас: