Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Декабрӗн 2019, 19:37

Телевизорсемпе компьютерсенчен канар, уҫӑ сывлӑша тухар!

Хĕллехи илем хăйне евĕрлĕхпе тата асамлăхĕпе тыткăнлать. Уйсемпе хирсенче, вармансенче — пур ҫĕрте те шап-шурӑ кӑпӑш юр выртать. Уяр та хĕвеллĕ кун юр хальччен курман хаклӑ йышши чулсем евĕр йӑлтӑртатать. Йĕри-таврари илем чунра канлĕх ҫуратать.

Ентешсем, уйрӑмах ача-пӑчасемпе ҫамрӑксене калас килет: телевизорсемпе компьютерсенчен, смартфонсенчен, планшетсенчен кӑшт ҫеҫ канӑр-ха! Хӗл кунӗсемпе усӑ курса урама, ҫывӑхри тӑвайккисемпе катоксем ҫине, вӑрмансене ҫитсе кӑштах та пулин йӗлтӗр-конькипе е ҫунашкасемпе ярӑнса пӑхӑр! Паллах, кун пек туни кашнин сывлӑхӗшӗн питĕ те усӑллӑ. Чунра ты ырӑ.
Читайте нас: