Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Декабрӗн 2019, 20:06

Пулăçсем ăмăртнă

Енер Ситекпуçӗнчи пӗве çинче пулăçсен ăмăртăвӗ иртнӗ. Унта пурӗ 39 пулăç хутшăннă, çав шутра хӗрарăмсем те.

Судьясем конкурссене пӗтӗмлетнӗ тăрăх, чемпион ятне Хабибуллин Салават (31 пулă) тивӗçнӗ. Иккӗмӗш вырăнта Степанов Александр (24 пулă), виççӗмӗш вырăнта Кудряков Сергей (23 пулă).

Хӗрарăмсем хушшинче чи нумай пулă Семенова Надежда ( 15) тытнă. Чи çамрăк пулăç ятне Степанов Ярослав илнӗ, чи аслă пулăç вара Латыпов Геннадий пулса тăнă.

Çамрăксен «Вектор» клубӗн материалӗсем тăрăх.
Читайте нас: