Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Декабрӗн 2019, 21:22

Садра декабрьте тумалли ĕçсем

Садра ытларах юр тытса хăварма тăрăшмалла. Йывăçсен вуллисене, хурлăхан, крыжовник тата ытти тĕмсене юр купаласа сивĕрен хÿтĕлеççĕ.

Улма-çырла пахчинче пурăнакан вĕçен кайăксене, уйрăмах кăсăясене, хĕвел çаврăнăш вăррипе, шурă çăкăр тĕпренчĕкĕсемпе, тăварламан сысна çăвĕпе тăрантараççĕ. Сад ăстисем астуса пынă тăрăх – кăсăясем хĕлле ăçта тăранса пурăнма хăнăхнă, çуркунне те çав тавралăха килеççĕ, йăва туса чĕпĕ кăлараççĕ, улма-çырла пахчине хурт-кăпшанкăран тасатма пулăшаççĕ.
Читайте нас: