Банк карттисен номерне, вăрттăн кодне ют çынна никама та пĕлтерме юрамасть. СМСпа килнĕ номерсем çине шăнкăравлама тăхтамалла. Укçа-тенкĕ куçармаллине хыпарлакан е иккĕлентерекен информациллĕ СМСсем илсен тăванăр патне хăйĕн патне шăнкăравласа лару-тăрăва уçăмлатăр. Карттăн ĕçне чарса лартни пирки хыпарласан хирĕç шăнкăравласа тĕрлĕ операци пурнăçласран асăрханăр, тÿрех хăвăр пĕлекен банк уйрăмĕсенчи ĕçченсемпе çыхăнăр.
«Мобильлĕ Банк» пулăшупа çыхăннă телефонпа Интернета кĕни те хăрушă. Çапла майпа вирус çаклатма, вĕсем вара сирĕн банк картти çинчи укçа-тенке ют счет çине куçарма пултараççĕ. Ку чухне вируссем «пулăшнипе» укçа-тенкĕ çухални пирки телефон çине СМСсем килмеççĕ.