Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Декабрӗн 2019, 11:10

ПУТИН ПУШКĂРТСТАН СУДЙИСЕНЕ ÇИРĔПЛЕТЕССИ ПИРКИ УКАЗА АЛĂ ПУСНĂ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин федераллă судьясене çирĕплетесси пирки указ алă пуснă.

Пушкăртстан Республикин Аслă сучĕн председателĕн çумĕ пулма Иван Сергеевич Семенова çирĕплетнĕ. Вăл çак тивĕçе ултă çул хушши пурнăçлĕ. Роберт Рафкатович Усманова Киров район сучĕн председателĕ, Александр Анатольевич Серова Уфари çар гарнизон сучĕн председателĕн çумĕ пулма çирĕплетнĕ.
Справка
Документа декабрĕн 6-мĕшĕнче алă пуснă.
Иван Сергеевич Семенов 1979 çулта Çтерлĕ хулинче çуралнă.
2001 çулта Пушкăрт патшалăх университетĕнче «Юриспруденци» специальноçне алла илнĕ.
2000-2011 çулсенче РФ прокуратурин органĕсенче тĕрлĕ должноçсенче ĕçленĕ.
2011-2014 çулсенче - Çтерлĕпуç район сучĕн судьи.
2014-2015 çулсенче - Çтерлĕпуç район сучĕн председателĕ.
2015 çулхи ноябрь уйăхĕнчен – Çтерлĕпуçенчи районсем хушшинчи судăн председателĕ.
Семенов ертсе пынипе районпа районсем хушшинчи суд пĕр хутчен çеç мар тĕрлĕ кăтартусемпе регионсем хушшинче мала тухнă, тĕрлĕ конкурссенче призер пулса куçа çÿрекен «Фемида» парнене тивĕçнĕ.
"Башинформ" ИА материалĕсем тăрăх.
#ВладимирПутин
Читайте нас: