Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
12 Декабрӗн 2019, 11:05

Путин ветерансене хушма тӳлев йӗркелесси çинчен шухӑшлама хушнӑ

Раççей Президенчӗ Владимир Путин Татьяна Голикова вице-премьера çитес 2020 çулта Аслӑ Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи юбилейӗ тӗлне Аслӑ Отечественнӑй вӑрçӑ ветеранӗсене вали хушма тӳлев йӗркелесси пирки ӗçлеме хушнӑ.

«Татьяна Алексеевна, эпир юбилей датисем тата праçниксем тӗлне ветерансене пулӑшаттӑмӑрччӗ, çавӑнпа та эпӗ сире Аслӑ Отечественнӑй вӑрçӑ ветеранӗсем тата граждансен ытти категорийӗсем вали хушма тӳлев йӗркелесси пирки ӗçлеме ыйтатӑп», — тенӗ Путин «Çӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗн заседанийӗнче.
РИА Новости материалӗсем тӑрӑх.
#ВладимирПутин
Читайте нас: