Мунчана авал çырма хӗррине лартнă.Виçӗ-тăватă мунча пӗр яла пулнă. Ытларах темиçе çемйене пӗр çӗр мунча пулнă. Çак мунчара арçын енчи тăванӗсем çăвăннă.
Ытти халăхсен пекех чăвашсен те темиçе тӗрлӗ мунча: çӗр мунча, хура мунча, шурă мунча. Чăвашсем мунчана хуралтăсенчен инçерех пахчара, шыв хӗррине лартнă, мӗншӗн тесен шыв çывăхра: пушар тухас хăрушлăх пулнă. Мунча пурине ытларах ăвăс, хурăн йывăççинчен ăлăхтараççӗ.
Чăн малтан çӗр мунчасем пулнă. В.сене çыран хӗррине тунă. Шăтăк чавнă та тăррине тунă, чӳрече валли шăтăк хăварнă. Çак шăтăкран тӗтӗм тухнă. Авалхи çӗр мунчара кăмакине варрине лартнă. Хура мунчара та шурă мунчара та кăмакана кӗтессе лартаççӗ, чулран купалаççӗ. Кăмакапа çумлă лапка, аялта саксем ларма. Мунча çумне мунча умӗ тунă: хывăнса тăхăнма Хальхи вăхăтра хура мунчасем сахал юлнă. Çынсем шурă мунча, сауна тăваççӗ.