Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Декабрӗн 2019, 13:10

Пушкăртстан Пуçлăхӗ Хабиров магазин хуçисене прилавоксем çинчен «снюссене» илсе пăрахма пӗр талăк вăхăт панă

Вӗтетнӗ табак хутаççисем пирус туртассипе танлаштарсан «хăрушă мар» пек туйăнаççӗ. 2015 çултанпа вӗсене сутма чарнă пулнă, анчах та пӗлтӗртенпе табак изделийӗсен тепӗр тӗсӗ — канфит евӗр, унăн тытамӗнче шӗвӗ никотин пур — пысăк сумлă пула пуçланă. Унччен ăна ятарă табак магазинӗсенче çеç туянса пулнă, халӗ вара апат-симӗç сутакан магазинсенче те сутаççӗ.

Декабрӗн 11-мӗшӗнче çакăн пек канфит çисе наркăмăшланнă Стерлитамакри 11 çулхи аçын ачана больницăна илсе килнӗ, декабрӗн 12-мӗшӗнче — республикăн хӗвеланăç районӗнчи хӗрачана. Ноябрьте никотинлă веществосем тытăнса тăракан канфитпе 12 çулхи арçын ача наркăмăшланнă. Пӗтӗм çӗршывӗпе шкул ачисем çапла йышши «канфит» çисе наркăмашланаççӗ, вӗсен шутӗнче вилнисем те пур. Ачасен организмӗшӗн вӗсем пысăк хăрушлăх кăтартса тăраççӗ — унта никотин тытăмӗ табакринчен ытларах.
Пушкăртстан прокуратури çул çитмен ачасене «снюс» сутма юраманни çинчен законопроект хатӗрлет. Çитес вăхăтра Патшалăх Думи издели аналогӗсене сутма юраманни çинчен закона тӗрӗслев кӗртет.
— Закон вая кӗриччен — пӗрле шухăшлар, мӗнле эффективлă майсемпе пирӗн ачасене сыхласа хăвармалла, — çырать хайӗн аккаунтӗнче Республика Пуçлăхӗ Радий Хабиров. — Магазин хуçисене çак йӗрӗхе прилавоксенчен илсе пăрахма 24 сехет паратăп.
«Башинформ» ИА материалӗсем тăрăх.
Читайте нас: