Çутă çул
-3 °С
Юр
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Декабрӗн 2019, 23:46

Уфара Эстони çыравçин Пушкăртстан чăвашĕсен çемье хроники кун çути курнă

«Агидель» журналта халĕ Эстонинче пурăнакан пирĕн ентешĕн Дина Гаврилован «Цвета холодных лет» романĕ тухнă.

Произведени журналăн 11 тата 12-мĕш номерĕсенче пушкăрт чĕлхипе тухнă, куçараканĕ Дамир Шарафутдинов. Çак роман икĕ кĕнекерен тăракан — «Цвета холодных лет» (2015 сул, Санкт-Петербург) тата «Ты лучше всех» (2018, Таллинн) çемье сагин пайĕ пулса тăрать.

Çыравçă сăмахĕсем тăрăх, романта Пишпỹлек районĕн пĕр ялĕнче пурăнакансен пурнăçне çырса кăтартнă. 1936 —1969 çулсем, раскулачивании, коллективизации, вăрçă тата вăрçă хыççăнхи çулсем. Кĕнекен тĕп теми — юрату, тĕрĕсрех каласан, вăл çитменни. Йывăр самантсене пăхмасăр, романта кулăшли те нумай.

Кĕнекен тĕп геройесем — вăйлă, пуçĕсене усман хĕрарамсем. Кĕнекери сюжета çырма Динăна унăн амăшĕ, 1936 çулта çуралнă Елена Гаврилова пулăшнă. Вăл автора этнографии материалĕсемпе тивĕçтернĕ, пушкăрт чăвашĕсен йăли-йĕркипе паллаштарнă.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: