Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Декабрӗн 2019, 22:20

Пушкăртстан ĕç укçи шайĕпе Раççейре 33-мĕш вырăнта

РИА Новости рейтингĕнче Пушкăртстан 2019 çулхи ĕç укçи шайĕпе Раççей Федерацийĕнче 33-мĕш вырăн йышăнать. Регионта вăтам ĕç укçи 28,8 пин тенкĕпе танлашать.

Пушкăртстанра ытларахăшĕ 18 пинтен пуçласа 41 пин таран ĕçлесе илет. Республикăра ĕçлекен халăхăн 3% уйахне 100 пин тенкĕ илет. Халăхăн 13,4% уйăхне 15 пин тенкĕрен сахалрах ĕçлесе илет.
Раççейĕн ултă регионĕнче (Чукотка, Ямало-Ненец тата Ненец автономи округĕсем, Мускав, Мурманск тата Сахалин облаçĕсем) 100 пин тенкĕрен ытла кашни пиллĕкмĕш çын ĕçлесе илет.
Çĕршывра вăтам ĕç укçи 20 пин тенкĕрен пуçласа 52 пин таран.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: