Вĕсен хушшинче — Пушкăртстанăн приоритетлă инвестпроектне — порошоклă силикагель туса кăларасси— пурнăçа кĕртмелли условисем çинчен инвестици килĕшĕвĕ.
«Проектпа килĕшỹллĕн, Салаватри катализатор заводĕнче порошоклă силикагель туса кăларма çĕнĕ установка туса лартасси», — пĕлтернĕ регионăн Экономика аталанăвĕн министерствин пресс-служби. — «Проектăн производство хӑвачӗ — малашне производствăна ỹстермелли майпа, çулталăкне 2 пин тонна.
«Башкортостан зовёт!» пĕрремĕш форумра регионăн Суту-илỹ тата промышленнăç палатипе Уфари çурт-йĕр тăвакан комбинат хушшинче пĕрле ĕçлесси пирки килĕшỹ тунă. Кунта республикăра пысăк панеллĕ çуртсем тума завод тавасси пирки калаçу пырать.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.