Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Декабрӗн 2019, 23:20

Çĕнĕ çул çывхарать

Çĕнĕ çул çывхарнă май районти чылай вырăн, çуртсем, парксем капăрланчĕç. Район центрĕ епле илемленсе çуталчĕ. Симĕс чăрăш хăйĕн капăр тумĕпе илĕртет.

Организацисемпе предприятисен çурчĕсем хĕрлĕ, сарă, кăвак çутăсемпе ялкăшаççĕ. Кăçал район центрĕ тата та хитререх пек. 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсен, район администрацийĕн, «Олимп» суту-илÿ центрĕн, ача сачĕсен, «Валерия» медицина центрĕн, Культура кĕрменĕн çурчĕсем нихăçанхинчен те капăртарах. Йывăçсем те тĕрлĕ çутăсемпе ялкăшаççĕ.
Уйрăм çуртсенче пурăнакансем те Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтни сисĕнет. Урамсенче уçăлса çÿренĕ май пĕр çурт тепринчен хитререх пек курăнать. Йĕри-тавра илемлĕ пулнăран Çĕнĕ çул çывхарни сисĕнет. Тата 12 кун анчах юлчĕ. Ялсенче те илемлĕ вырăнсем сахал мар пулĕ. Хисеплĕ вулакансем! Сиртен сăнÿкерчĕксем кĕтетпĕр. 2020 çула хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илер!
Читайте нас: