Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
19 Декабрӗн 2019, 11:00

Путин пресс-конференцинче кирех мĕнле ыйту çине те хуравлама хатĕр, тенĕ Песков

РФ Президенчĕ Владимир Путин пысăк пресс-конференци вăхăтĕнче кирех мĕнле ыйту çине те хуравлама хатĕр, çав шутра «Медуза» журналисчĕ Иван Голуновăн ĕçĕ пирки те, пĕлтернĕ РФ Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков.

РФ Президенчĕн пысăк пресс-конференцийĕ паян, декабрĕн 19-мĕшĕнче, Мускавра Тĕнче суту-илĕвĕн центрĕнче иртет.
"Ыйту парсан, палах, вăл хуравлать. Вăл кирек мĕнле ыйту çине те хуравлама пултарнине пĕрре кăна мар кăтартнă. Унтан ытла, пресс-конференцин формачĕ уçă. Уçă калаçу», — тенĕ Песков журналистсене, РФ Президенчĕ Иван Голуновăн ĕçĕ пирки ыйту çине хуравлама хатеррине палăртса.
Кремль пĕлтернĕ тăрăх, пресс-конференцине хутшăнма 1895 журналист аккредитаци илнĕ. "Россия-1", "Россия-24" тата "Первый канал" телеканалсем, "Маяк", "Вести ФМ" тата "Радио России" радиостанцисем тỹрĕ трансляции илсе пырĕç.
РИА Новости материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: