Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
20 Декабрӗн 2019, 18:25

Çĕнĕ çул часах çитет!

Юлашки çулсенче районта пурăнакансем Çĕнĕ çул умĕн хăйсен килĕсене, ялти площадьсене тĕрлĕрен гирляндăсемпе, юр кĕлеткисемпе илемлетни йăлана кĕрсе пырать. Пăслăкра пурăнакансем те çултан çул ял сăнне илем кÿреççĕ.

Кăçал та ял варрине капăр елка лартнă, ун йĕри-тавра пăртан скульптурăсем, тĕрлĕ эрешсем туса лартнă. Пăрне ял хастарĕсем кÿлĕрен каса-каса кăларнă. Леонид Поликарпов хăйĕн МТЗ-82 тракторĕпе пăр касăкĕсене кăларма тата турттатса килме пулăшнă. Çак ĕçе Ирина Исаева, Венера Степанова, Виталий Иванов, Павел Максимов, Валерий Максимов, Анатолий Захаров, Владимир Дмитриев, Алексей Степанов, Федор Васильев, Елена Федорова, Владимир Алексеев, Иван Митрофанов, Геннадий Митрофанов тата Алексей Исаев хастар хутшăннă.
Хăйсен килĕ-çурчĕсене Иван Михайловăн, Владимир Дмитриевăн çемйисем тăрашса капăрлатнă.
Сергей ИВАНОВ.
Читайте нас: