Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Декабрӗн 2019, 16:20

АСĂРХАНУЛĂХ ÇИНЧЕН АН МАНĂР

Çĕнĕ çул – аслисемшĕн те, ачасемшĕн те чи юратнă уяв. Пурте кивĕ çула йĕркеллĕ ирттерсе ярса, çĕннине савăнăçлă кĕтсе илес тесе тăрăшаççĕ. Анчах та хăш-пĕрисем уяв вăхăтĕнче сыхлăх çинчен манса каяççĕ.

Статистика кăтартнă тăрăх, Çĕнĕ çул уявланă кунсенче çынсем питĕ нумай сусăрланаççĕ. Больницăсемпе травмпунктсенче ĕçлекенсемшĕн Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче хĕру тапхăр пуçланать. Çак кунсенче медицина ĕçченĕсем патне пĕр пекрех сăлтавпа, чирсемпе тата пĕр евĕрлĕ сурансемпе пулăшу илме пыраççĕ: ÿксе алă е ура хуçнипе, пиçсе кайнă е тăм илтерсе янă пирки, вăраха, шала кайнă чирсем тепĕр хут аталанса кайнипе, апат-çимĕçпе е эрехпе наркăмăшланнă пирки.
Шел пулин те нумайăшĕ кирек мĕнле уява та эрехсĕр ирттереймеççĕ, хаяр шĕвексĕр савăнма пĕлмеççĕ. Теприсене вара ÿсĕр пуличченех ĕçсе лартмасăр уяв лайăх иртнĕ пек туйăнмасть пулĕ. Çĕнĕ çул уявĕ темиçе куна тăсăлать. Эрехне вара маларах темĕн чухлех хатĕрлесе хураççĕ. Чылай чух çынсем ÿсĕрпе харкашма пуçлаççĕ, ÿксе аманаççĕ, ÿсĕрсем ытларах хăйсене тăм илтерсе яраççĕ. Çавăнпа та, малтанхи черккене ĕçес умĕн кашнийĕнех малалла мĕн пулма пултарасси, ÿсĕрĕлсен хăйне-хăй алăра тытайманни, лару-тăрăва тĕрĕс хак парайманни пирки шухăшламалла. Эрех нихăçан та ырри патне илсе çитерменнине яланах асра тытмалла.
Нумайăшĕ сĕтел хушшинче хăналаннă, эрех ĕçсе хĕрнĕ хыççăн урама тухаççĕ. Хăшĕсем вара урамра та эрех ĕçсе уява малалла тăсаççĕ. Эрех юн тымарĕсене сарать, ÿсĕр çын хăйне ăшă пек туйма пуçлать пулин те организм ăшă нумай çухатать. Çавăн пирки ÿсĕр çын ăçта та пулин ÿксе выртса юлсан, никам та ăна вăхăтра тăратмасан, пулăшу памасан, вăл шăнса вилме пултарать.
Тата час-часах ÿсĕр çынсем шăнса кайнине вăхăтра туймасăр ал-ура пÿрнисене, урана, хăлхана, пите тăм илтерсе яраççĕ. Хăш чухне вара çакă алă е ура татасси патне илсе çитерме те пултарать. Çавăнпа та ÿсĕр чух килтен тухмасан лайăхрах. Урамра эрех ĕçмелле мар. Тухсан та пĕччен мар, çывăх çынсемпе пĕрле çÿремелле. Урама тухас пулсан, çанталăка кура ăшă тăхăнмалла, пĕр вырăнта тăмалла мар, утса çÿремелле. Енчен те шăнса кайнине туйсан, урамра эрех ĕçмелле мар, ăшă çĕре кĕмелле, вĕри чей ĕçмелле.
Çĕнĕ çул каçхине тата ун хыççăнхи кунсенче çынсем урамра ÿксе аманнă тĕслĕхсем те нумайланаççĕ. Хĕллехи кун час тĕттĕмленни, çулсене юртан, пăртан вăхăтра тасатманни хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Аманасси патне ытларах çын хăй асăрханусăр пулни те илсе çитерет. Пăрлак çул çине ÿкни ыраттарнинчен пуçласа ал-ура шăммисене хуçни, пуç мимине чĕтреттерни патнех илсе çитерме пултарать.
Çавăнпа та урамра çÿреме кĕлесĕр пушмак суйласа илмелле. Пушмак тĕпĕ çемçе резинăран е термопластран пулсан аванрах, мĕншĕн тесен çав материалсем урана шутармаççĕ. Хĕллехи кун çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿрени аманас хăрушлăха темиçе хут ÿстерет.
Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинчи тĕрлĕрен, тутлă хатĕрленĕ апат-çимĕçе астивмесĕр ларма питĕ йывăр. Анчах тем тĕрлĕ апат-çимĕç тата нумай çисе лартни те сывлăхшăн усăллă мар. Çакна асра тытмалла: çуллă, пăрăçлă тата тем тĕрлĕ апат çисе лартни тата эрех ĕçни вар-хырăм ĕçне япăх витĕм кÿрет. Чирлисен вăрах, шала кайнă чирсем хăйсем пирки аса илтерме пуçлаççĕ, сывă çынсем те аптраса ÿкме пултараççĕ.
Вар-хырăмлăха кăна мар, чĕрене те йывăр килет. Çĕнĕ çул сĕтелĕ холестеринлă тата тăварлă апат-çимĕçпе пуян. Вĕсем вара чирлĕ чĕрешĕн кăна мар, сыввишĕн те сиенлĕ. Юн пусăмĕ сасартăк хăпарса кайма пултарать, инфарктпа инсульт пулас хăрушлăх ÿсет. Çапла вара уяв кунĕсем хыççăн больницăра нумай вăхăт хушши сипленме тивĕ.
Çавăнпа та сывлăха сиен кÿрес мар тесен, уяв кун ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсене яланхи пекех çимелле. Сĕтел хушшине ларсассăн та виçине пĕлмесĕр çисе лартма тăрăшмалла мар. Сĕтел çинче пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах пулсан питĕ аван. Тăхтавсем тумалла, ташламалла, вăйăсем вылямалла, урама тухса çÿремелле.
Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чух тимлĕхе çухатсан инкек пулма пултарассине манмалла мар. Инкек сиксе ан тухтăр тесен, çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:
– петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма ирĕк пур, лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла;
– туяннă чухне вĕсене хăçан хатĕрленине тата вĕсемпе хăçанччен усă курма юранине тимлĕрех пăхмалла;
– пиротехника илнĕ чухне упаковкине йĕри-тавра тĕплĕн тĕрĕслемелле, вăл уçă пулмалла мар;
– пиротехника хатĕрĕсен вырăсла инструкцийĕ пулсан кăна туянмалла;
– салют яракан вырăнта йывăçсем, электричество пралукĕсем тата пÿртсем пулмалла мар;
– çил хăвăртлăхĕ çеккунтра 5 метртан ытла пулсан пиротехникăпа усă курма юрамасть;
– салютсене алăран вĕçтерсе яма юрамасть, вĕсене çĕр çинче çирĕп вырнаçтармалла. Хлопушкăсемпе бенгали çуртисене çеç алла тытса усă курма юрать;
– фейерверка куракансем еннелле вĕçтермелле мар, енчен те чĕртсе янă хыççăн салют тÿрех вĕçсе тухмарĕ пулсан, хыççăнах ун патне пымалла мар, кăштах тăхтамалла;
– ачасене аслисемсĕр пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма чармалла.
Читайте нас: