Кушака чи малтан Авалхи Египетра усрама тытăннă.Атăл тăрăхне кушак пирĕн эрăри VІІ-ІХ ĕмĕрсенче çитет. Х-ХІІ ĕмĕрсенче вăл пĕтĕм Раççее сарăлать. Хальхи вăхăтра кушак таçта та пурăнать.
Кушак каçхи чĕр чун. Кăнтăрла ытларах çывăрать, каçхине сунара тухать.Ун куçĕ тĕттĕмре те лайăх курать. Кушак таса чĕр чун. Кунне хунчен питне çăвать, çăмне çуласа тасатать.