Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Декабрӗн 2019, 20:25

Пишпÿлекри тĕп площадьри чăрăш миçе çулта?

Районти тĕп елка 25 метр çÿллĕш, вăл 46 çулта

Илемлĕ чăрăш Кĕрмеслĕри 80 çулхи Елизавета Егоровна Николаеван кил картинче ÿснĕ. Ăна унăн Юрий ывăлĕ иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне лартнă. Николаевсем йывăçа юратса пăхса ÿстернĕ, шăварнă, хунав саркаланса çуртран çÿллĕрех ÿссе кайнă. Ватă хĕрарăм сăмахĕсем тăрăх, йывăçа касма шелленнĕ, анчах электриксем малалла ÿссен вăл электричество сечĕсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать тенĕ, проводасем таран касса пăрахма хушнă.
Декабрь пуçламăшĕнче комисси килнĕ те çак чăрăша площаде лартма валли суйласа илнĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: