Путин кĕпĕр тунă строительсемпе курса калаçать тата отрасль ертÿçисемпе транспорт инфраструктурине аталантарассине сÿтсе явать.
Крым кĕперĕ çинчи чукун çулпа усă курма Федераллĕ çул-йĕр агентстви декабрĕн 18-мĕшĕнче ирек панă. Анчах поездсем çÿреме пуçличчен кĕпере "Крымская железная дорога" ФГПУ балансне парĕç. Çак процедурăна декабрĕн 24-мĕшĕччен вĕçлеме планлаççĕ.
Крыма каякан пассажир поезчĕсем çине ноябрĕн 8-мĕшĕнчен билет сутма пуçланă.
Крым кĕперĕ — Раççейре чи вăрăм кĕпер, унăн тăршшĕ 19 километр. Крыма пĕрремĕш пассажир поезчĕ Санкт-Петербургран декабрĕн 23-мĕшĕнче тухать.43,5 сехетрен унăн пассажирĕсем Севастополе килсе çитеççĕ. Пĕрремĕш васкавлă поезд Мускавран Симферополе декабрĕн 24-мĕшĕнче тухать, юлашки станцине 33 сехетрен çитет.
Радио Sputnik материалĕсем тăрăх.