Республикăра пĕрремĕш ача Уфара 00.01 сехетре çуралнă, вăл хĕр ача.
Паян, январĕн 1-мĕшĕнче республикăра пĕрремĕш йĕкреш çуралнă: икĕ арçын ача ирхине 08.56 сехетре çут тĕнчене килнĕ.
Пĕлтĕр Çĕнĕ çул каçĕ 17 ача çуралнă: 11 хĕр ача тата 6 арçын ача.
Республикăра ачасем çут тĕнчене килессин шучĕпе 2015 çулхи Çĕнĕ çул каçĕ рекордлă пулнă, 29 ача çуралнă: 19 арçын ача тата 10 хĕр ача.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.