Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Кӑрлач 2020, 16:36

Мини-футбол праçникĕ

Район турнирĕнче Чемпион ячĕшĕн 11 команда тупăшнă

Çĕнĕ çулхи вăрăм «каникулта» мини-футбола юратакансем хăйсем валли уяв йĕркеленĕ. «Парус» ФОК спорт залĕ футбол аренине çаврăннă.
Ку хутĕнче Пăслăк, Михайловка, Дюсян, Каçкăн Пишпÿлек командисем тупăшнă. Сăмах май каласан, пишпÿлексем пилĕк команда, хушăлкасем икĕ команда пухнă.
Вăйăсем çăврăм системипе икĕ ушкăнра пынă. Анчах йăрă футболистсем пĕрре те ывăнман. Пĕр-пĕрин вăййине пăхма, мĕнле пассем памаллине вĕренме питĕ ункайлă-çке. Пишпÿлекри Трудовая урамшăн «Алга» команда вылянă. Унти виçĕ Андреевсем хушшинче Игорь Андреев та пулнă. Игорь «Уфа-2» футбол командинче вылять, спорт кандидачĕн нормине пурнăçланă. «Алга» виççĕмĕш вырăнта, Раççей ОМВД Пишпÿлек районĕнчи полици уйрăмĕн команди — иккĕмĕш, «Чеканная монета» (Пишпÿлек) команда пĕрремĕш вырăнта.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: