Çÿлерех асăннă категорие кĕрекен граждансен договор тумалла тата документсем хатĕрлемелле. Договор тумалли адрессемпе, вĕсен ĕç йĕркипе, мĕнле документсем кирлине пĕлме www.milkrb.ru адреспа паллашма пулать.
Пишпÿлек районĕнче социаллă пулăшу паракан юридика сăпатĕнчи предприятисен шутĕнче 60-мĕш аптека, 17-мĕш аптека (Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 53). Документсене декабрĕн 27-мĕшĕнчен йышăнма пуçланă, йышăну вăхăчĕ — ытларикун, эрнекун, 14 сехетрен 19 сехетчен. Ятарлă апат-çимĕçе ытларикунсенче тата эрнекунсенче 14 сехетрен 19 сехетчен параççĕ.