Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Кӑрлач 2020, 18:15

2020 çул Раççейре Асаилÿ тата мухтав çулталăкĕ пулать

РФ Президенчĕ Владимир Путин тивĕçлĕ Указа алă пуснă. Документпа килĕшÿллĕн, Асаилÿ тата мухтав çулталăкне 1941—1945 çç. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа тата асаилĕве сыхласа хăварас тĕллевпе çирĕплетнĕ.

Логотипăн тĕп элеменчĕ 75 цифрăн графикăлла стилизацийĕ пулса тăрать, вăл Аслă Çентерĕвĕн юбилей çулне палăртать. Ăна графика элеменчĕсенчен — стрелкăсенчен — йĕркеленĕ. Вăрçă маневрĕсене Совет çарĕсен генштабĕн картисенче стрелкăсемпе палăртнă, каярахпа «Освобождение», «Они сражались за Родину» вăрçă çинчен ÿкернĕ кинокартинăсенче усă курнă. Стрелкăсем вăрçă хирĕнчи ĕç-хĕле, пирĕн çарсем епле куçса пынине тата тăшмансен позицисене штурмланине палăртаççĕ. Çар карти çинче çакăн пек стрелка куçса пыни çынсен, салтаксен, офицерсен тата мирлĕ халăхăн шăпине сăнласа панă. Хăйне шеллемесĕр, Аслă Çĕнтерĕве шаннă тата ăна çывхартас тесе пурне те тунисен шăписем. Тĕс схеми çил çинче вĕçсе тăракан хĕрлĕ Çĕнтерÿ ялавĕсем шурă — çуркунне, тасалăх, мир тĕсĕсем — фонпа çыхăнса тăрать.
Читайте нас: