Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Кӑрлач 2020, 11:25

Кăшарнинче шыва кĕрес тесен

Православи уявне — Кăшарнине — палăртнă чух шыва кĕни йăла-йĕрке, анчах тĕп правило мар. Кăшарнинчи кирек хăш шыв та сиплевлĕ шутланать, çакăн валли вакăра (прорубь) шыва кĕмесен те юрать. Уяв кунĕсенче чиркÿсенче иртекен кĕлесене кайни тата çавантанах çветтуй шыв илни те çителĕклĕ.

Район администрацин постановленийĕпе январĕн 18-мĕшĕнчен 20-мĕшнехи тапхăрта шыва кĕрес текенсем валли ятарлă вырăнсене палăртнă. Пишпÿлекре — Сыпатăр çăлĕ, Пăслăкра — Пысăк çăл, Хушăлкара — Иван манах çăлĕ, Каминкере — Каминке Пря çăлĕ, Çирĕклĕре — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çăлĕ, Ситекре — Абрам çăлĕ.
Постановленинче палăртман ытти вырăнсенче шыва кĕме юрамасть.
Николай ЧЕРНОВ,
район администрацинчи МП тата ГОЧС тĕп специалисчĕ.
Читайте нас: