Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Кӑрлач 2020, 15:54

Ялти масара тирпей-илем кĕртме йышăннă

Çĕнĕ çул умĕн Пăслăкра пурăнакансем пĕтĕмлетÿ пухăвне ирттернĕ, унта вĕсем яла тирпей-илем кĕртес ыйтăва татса панă.

Пухура 85 çын пулнă. Федор Власовпа Елизавета Васильева 2020 çулта ялти масарăн хÿмине (530 метр) пĕтĕмпе улăштарма, унти çулсене юсама сĕннĕ. Вырăнти карьертан чул турттарса 250 метр çула сармалла пулать. Проекта пурнăçа кĕртме никĕс вырăнне пăслăксем вырăнти пуçарусене пулăшакан Программăна илнĕ. Конкурса хутшăнма заявка панă, çичĕ çынран тăракан пуçару ушкăнне суйланă. Килĕрен пухмалли ĕлĕш суммине палăртнă — 500 тенкĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: