Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Кӑрлач 2020, 13:25

Пушкăртстанра çил-тăман: водительсене çул çине тухмасса сĕнеççĕ

Пушкăртстан территоринче циклон хуçаланать. Вăл ирхине 5 сехетре çурçĕр-хĕвеланăç енчен килсе кĕнĕ: вăйла юр çăвать, хăш-пĕр районсенче пăрлă çумăр çума пултарать.

Çулсем çинче вырăн-вырăн пăрлак, юр хывса кайнă. Япăх çанталăк республикăн пĕтĕм территорине сарăлать. Çавна пула çулсем çинче 1013 çул-йĕр техники ĕçлет.
Япăх çанталăка пула водительсене çивĕч нушасăр çурçĕрччен çул çине тухмасса сĕнеççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: