Çемьере икӗ çын ӗçлет пулсан, вӗсен тупăшӗ регионри (Росстат кăтартăвӗсемпе) вăтам ӗç укçипе танлашать-тӗк, ипотекăшăн тӳлеме çемье пӗтӗмӗшле тупăшăн çуррине уйăрма пултарать-тӗк (ансатрах каласан, пӗрин ĕç укçине) — вӗсем ипотекăна хăвăрт тӳлесе татма пултараççӗ. Шутланă чухне çемьен вăтам тупăшне 75,4 пин тенкӗ тесе илнĕ, икӗ пӳлӗмлӗ хваттер хакне — 3,9 млн тенкӗпе. «Çемье ипотекин» условийӗсемпе пӗрремӗш взнос — хватер хакӗн 20 проценчӗпе танлашмалла, процент ставки — 6 %.
Тӗпчев тăрăх, Мускавра пурăнакан çамрăк çемьен çӗнӗ хваттершӗн пуринчен те вăрахрах (14 çул та 3 уйăх) тӳлеме тивет, Крымри мăшăр уншăн 12 çул та 2 уйăх тӳлӗ, Санкт-Петербургри — 9 çул та 4 уйăх. Пуринчен те хăвăртрах çак ипотекăна Мурманск облаçӗнчи çемье тӳлесе татӗ — 9 уйăхра.